Вход

Регистрация
Главная
 
Здравствуйте! 
Меню сайта
Категории раздела
Мои файлы [67]
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » Файлы » Мои файлы

МАНМАСТПĂР ВĂРÇĂ СУРАННЕ
02.02.2015, 20:21

1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçи  пирĕн асран нихăçан та тухас çук. Çакна пире ялти, хулари асăну палăкĕсем, илемлĕ литература хайлавĕсем , çемьери е музейри фронтовиксен сăн ÿкерчĕкĕсемпе вĕсен сарăхнă çырăвĕсем аса илтерсех тăраççĕ. 1418 кун пынă хаяр вăрçă иртнĕренпе 70 çул çитет. 1945 çулхи Çĕнтерÿ кунĕ халăх чăтăмлăхĕнчен, фронтра е тылра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнинчен нумай килнĕ.

Çĕршыв чысне,хуласемпе ялсене, ватăсемпе ачасене хÿтĕлес тесе пĕр çын пек пулса тăшмана хирĕç кар тăнă совет çыннисем ун чухне.

         Çак тискер вăрçăра пирĕн тăвансем те пулнă. Анчах мĕн пĕлетпĕр-ха эпир вĕсем çинчен? Ăçта, хăçан çапăçнă вĕсем? Вилнĕ е çĕнтерÿпе киле таврăннă? Нумай ыйту çуратать çулсеренех хыçа юлакан вăрçă. Хăйсен  тăвансем çинчен нумай пĕлни ачасене савăнтарать, мăнаçлантарать.

       Шкулта 7 класра вĕренекен ачасем программăпа килĕшÿллĕн çак хаяр вăрçă çинчен çырнă хайлавсемпе паллашаççĕ. Кăрлач уйăхĕн 28-мĕш кунĕнче  çак класра Паттăрлăх урокĕ иртрĕ.  Зоя Космодемьянская – Мускав хĕрĕ, партизанка, Иван Смирнов- пулеметчик, Федот Орлов – летчик. Çак сăнарсенче  Тăван çĕршыва чун-чĕререн юратакан, уншăн  пурнăçне пама хатĕр çынсене куратпăр, вĕсем тунă паттăрлăх умĕнче пуç таятпăр.

       Урокра  «Вилмен ман ватă асатте, хăварнă çĕр çине ыр ят» темăпа Еперина Анна  тухса калаçнине пурте тимлĕ итлерĕç. «Вăçăра пуç хунисене эпир нихăçан та манмастпăр.  Вăрçă кÿнĕ сурансем тарăн, эпир çакна яланах асра татма тивĕç»,- тесе пĕтĕмлетрĕç урока 7 класра вĕренекенсем.

 

УШКĂН ÇĂЛТĂРĂН АСЛИ
 

Чăваш юрри-сăввин кĕрнеклĕ ăсти Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа  шкулта савăнăçлă лару-тăрура литература çулталăкĕ уçăлчĕ. Шкулти библиотекарь – Григорьева Т.Ю.. К.В.Иванова халалланă кĕнеке куравĕпе, сăвăçăн пултарулăхĕ тăрăх йĕркеленĕ презентаципе паллаштарчĕ. Тăван чĕлхепе литература вĕрентекенсем поэтăн литературăри ĕçĕсемпе ÿсĕмĕсем çинчен каласа пачĕç. К.В.Иванов пĕтĕм пурнăçне, çиçсе тăракан тивлетлĕ талантне пĕтĕмпех чăваш халăхне панă. Вăл чăваш литературине классикла тÿпене çĕкленĕ, унăн сăпки умĕнче хăватлă юрăсем юрланă, хăйĕн ывăçĕ çинчен çитес ĕмĕрсене,малашлăха «Нарспи» поэмине вĕçтернĕ. Çак поэмăна чăваш кун-çулĕн энциклопедийĕ теме пулать. Пурнăçа юратнине, çын шăпин хаклăхне поэт çав тери уçăмлăн та чуна витермелле ÿкерсе кăтартма пултарнă.

 К.В.Иванов ячĕ – чăваш историйĕнче вăхăт та,ĕмĕр те тĕксĕмлетеймен ят. Поэтăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех çуталса тăрĕ, ăна пурте таса чунпа аслă вĕрентекен вырăнне хурса хаклĕç. Пирĕн те,çамрăк ăрусен, сăвăçăн пултарулăхĕпе хавхаланса литературăра çĕнĕ ÿсĕмсем тума тăрăшасчĕ.

ӲССЕН ЭСĔ КАМ ПУЛАН?
 

 9  класра вĕренекенсен эрнере пĕрре профессии суйласа илме пулăшакан урок иртет.

Урокра тĕрлĕ профессии çыннисемпе паллашатпăр. Нумаях пулмасть пирĕн пата Антон Смирновпа Сергей Баранов выпускниксем тĕл пулăва килчĕç. Вĕсем – пулас çар çыннисем. Иккĕшĕ те Санкт-Петербургри çар артиллерийĕн академийĕнче вĕренеççĕ. Вĕсем пире академипе тĕплĕн паллаштарчĕç, çар çыннин çирĕп йĕркене пăхăнмаллине, чăтăмлă та хастар пулмаллине палăртрĕç. Арçын ачасем çар çынни профессийĕ питĕ кирлине, хăйсем те çĕр-шыва сыхлама хатĕр пулнине уççăн пĕлтерчĕç.

Категория: Мои файлы | Добавил: доброта
Просмотров: 719 | Загрузок: 0 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Форма входа
Поиск
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz

  • Copyright MyCorp © 2024
    Бесплатный хостинг uCoz