Вход

Регистрация
Главная
 
Здравствуйте! 
Меню сайта
Категории раздела
Мои файлы [67]
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » Файлы » Мои файлы

«Письма с фронта»
23.04.2015, 18:47

Районный отдел образования и молодежной политики 

 

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

 

Районный конкурс  исследовательских работ

«Никто не забыт, ничто не забыто», посвящённый 70-ой годовщине в Великой Отечественной войне

 

 

Номинация

«Письма с фронта»

 

 

Тупмалли

Умĕн калани----------------------------------------------------------------------------3

Хаяр вăрçă ------------------------------------------------------------------------------4

Богдановсем тата вăрçă çулĕсем ---------------------------------------------------5

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем------------------------------------------------5

Юлашкинчен калани------------------------------------------------------------------6

Усă курнă литература-----------------------------------------------------------------7

Хушса панисем------------------------------------------------------------------------1

 

                                                                                                                  Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем…

Вăрăм пулчĕç, йывăр пулчĕç çулĕсем.

Киле çитнĕ инçетрен,

Юнлă вăрçă хирĕнчен

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

 

Умĕн калани

        Кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитет. Вăрçă – этемлĕхĕн чи хăрушă тăшманĕ. Вăл пĕр шелсĕр , нимĕнле саккуна, йĕркене пăхăнмасăр çын пурнăçне вăхăтсăр татать. Кашни киле хуйхă, çухату, ырату, куççуль илсе килет.  Чи хăрушши – пин-пин çын тăван киле каялла çаврăнса çитейменни. Кивĕ Арланкассинче пурăнакан Богдановсен çемйине те 1941-1945 çулхи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи нумай хуйхă, асап илсе килнĕ. Тăванĕсем сыхласа хăварнă паттăрсен чуна пырса тивекен, киле çитеймен çырăвĕсене хумханмасăр ниепле те вулаймастăн.

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем-

Иртнĕ вăрçăн ĕмĕрхи хыпарçисем.

Савăнтарнă та пире,

Хурлантарнă та пире

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

      Вăрçă вăхăтĕнче  Совет çарне тата флотне çулсерен 70 миллион çыру çитернĕ. Çавăн чухлех фронтран тăванĕсем патне янă. Салтак çырăвĕсем. Шучĕ пур-ши вĕсен, 4 çул пынă Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче кашни çемьене килсе тăнăскерсен? Кам ывăлĕнчен, кам мăшăрĕнчен, кам хĕрĕнчен, кам йăмăкĕнчен çыру кĕтнĕ. Фронтран килнĕ кашни çырăвах вăл - салтак шухăш-туйăмĕ,  савăнăçĕ тата ыратăвĕ. Çавăнпа та эпир паянхи куншăн   суйласа илнĕ тĕпчев ĕçĕн теми  актуаллă тесе шутлатпăр.

 

Çак темăна çутатса парас тесе хам ума çакăн пек тĕллев лартрăм:

Аркадий Васильевич Богданов фронтран амăшĕ патне çырнă çырусене тишкерсе тухасси

Тĕллеве пурнăçлас тесе ума лартнă задачăсем:

  1. Çапăçу хирĕнчен тăванĕсем патне çырнă çырусене ял çыннисенчен ыйтса пĕлсе тупасси, тишкересси;
  2. Богдановсен çемье архивĕнчи документсемепе паллашасси, материалсем пухасси;
  3.   Ачасенче тăван çĕршыва юратас туйăма аталантарасси.

 

Тĕпчев меслечĕсем: Ĕçĕн тĕллевне тата задачисене кура каласа-çырса параканмеслетпе, танлаштару меслечĕсемпе ытларах усă курнă.

 

Тĕпчев ĕçĕн çăлкуçĕсем. Богдановсен çемьин архивĕнчи  материалсемпе ытларах усă  куртăмăр, ялти ватă çынсемпе курса калаçрăмăр.

Хаяр вăрçă

      Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кăçал 70 çул çитет. Майăн 9 – мĕшĕ пирĕншĕн  яланах Аслă Çĕнтерÿ кунĕ.           Фашистла Германи Совет Союзĕ çине 1941 çулхи июнĕн 22 – мĕшĕнче вăрă – хурахла тапăнса кĕнĕ. Унччен вăл Европăри нумай – нумай çĕр-шыва парăнтарнă: вĕсен мĕн_пур хуçалăхне вăрçă вăрçма ĕçлеттернĕ. Тăшманăн çав тери пысăк вăй пулнă. Тăшман темиçе уйăх хушшинче çĕр-шывăн пысăк пайне ярса илме ĕмĕтленнĕ.  Анчах та Ленинграда,  Киева,  Смоленска, Одессăна тата ытти хуласене илессишĕн пынă çапăçусенчех тăшман ĕмĕчĕ путланасси палăрнă. Мускавшăн пынă çапăçусенчен вара фашистсен ĕмĕтленни нихăçан та пурнăçланас çуккине пĕтĕм тĕнче туйса илнĕ. Вăрă-хурахла тапăнса килнĕ тăшмана çĕнтерессе пĕтĕм халăх чĕререн ăнланнă.

   Фашизма хирĕç пĕтĕм тĕнчипе кĕрешнĕ. Совет Союзĕнчи пур наци çынни те пĕр тăван пулса кĕрешĕве çĕкленнĕ.  Чăваш Республикинчен 160 пин çын ытла вăрçа тухса кайнă,  фашистла Германие хирĕç çапăçса 87989 çын вилнĕ е хыпарсăр çухалнă. Елчĕк районĕнчен 7 пин те 242 çын ытла фронта тухса кайнă, 3760 çын тăван ялĕсене каялла таврăнайман.

Богдановсем тата вăрçă çулĕсем

       Çимукпа Татьяна Богдановсен пилĕк ывăлĕ те вăрçа кайнă. Васили, Ваня, Палля тетесем  вăрçăран таврăнайман, вăхăтсăр пуçĕсене хунă. Ваня тетене 1941 çултах вăрçа илсе кайнă, çав çулах паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.  Палля тете вăрçăччен учитель пулса ĕçленĕ. Вăрçа 1941 çулхи кĕркунне кĕнĕ. Пехота взвочĕн командирĕ пулнă. Вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Васили тете те вăрçă вутне 1941 çултах кĕнĕ. Стрелок пулнă. Сталинград патĕнче пыракан çапăçура 1943 çулта çĕре кĕнĕ. Саня тете Мускав патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Темиçе хут аманнă. Ленинград фронтĕнче пулнă. Вăрçă чарăнсан Узбекистанра тĕпленнĕ. Ксенофонт тете пехотăра взвод командирĕ пулнă. Вăрçăччен Беларуçри Гродно хулинче службăра тăнă.  Вăрçă пуçлансан юнлă вăрçă хирне кĕнĕ. Çĕнтерÿ кунне кĕтсе иличченех тăшмана хирĕç çапăçнă.

     17 çул тултарса 18 çула кайнă Васили тетен ывăлне Аркадие Ярославль хулине пехота училищине вĕренме яраççĕ, ун хыççăн вĕсем резервра тăнă. Вăрçă вутне 1943 çулта Курск пĕккинче кĕнĕ, 1-мĕш Беларуç фрончĕн 1-мĕш гварди танк çарĕн 257-мĕш зенитлă артиллери полкĕнче пысăк кĕпçеллĕ пулеметпа малтан наводчик, кайран кĕçĕн командир пулса çапăçать, ротăри комсомол организацине ертсе пырать. Унăн Висла шывĕ хĕрринче тăнă вăхăтра çырнă сăвви упранса юлнă, сарăхса кайнă блокнот листи çинчи сăвă йĕркисем:

Çапăçу умĕн

Аякра ман савнă ялăм

Вутлă вăрçă хирĕнчен.

Пурпĕрех-çке, май килсессĕн,

Ас илеп иртни çинчен.

Савăк вăхăт çитĕ, чунăм,                                                                              4

Иртĕç тăвăллă кунсем.

Эс мана кĕтмешкĕн чупăн,

Пуçне тайĕç мăкăньсем.

Мирлĕ пурнăç алă парĕ,

Пырăп савнăçлăн киле.

Шăпчăк юрă шăрантарĕ

Эпĕ таврăннă тĕле.

Окопра ларатăп эпĕ

Тинкерсе анăçалла.

Вутлă çимĕç хатĕрлетĕп –

Тăшмана аркатмалла.

 

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

      Вăрçăран килекен çырусене конвертпа яман, вĕсене ытларах виç кĕтеслĕ хуçлатса янă.  Çырусем тăват кĕтеслĕ те пулнă. Çырусем çинче адрес,  ăçтан яни, ăçта яни,  виç кĕтеслĕ штамп пулнă. Çырусем тата открыткăсем çинче ятарлă штемпельсем пулнă,  унта «Просмотрено военной цензурой» тесе çырнă. Фронтран килсе тăнă виç кĕтеслĕ çырусене  искусство произведенийĕсен шутне кĕртме пулать. Кашни вуламассерен çырури сăмахсем, йĕркесем куççульпе йĕпенеççĕ, çынсен чунĕсене ыраттараççĕ. Теприсемшĕн çак çырусем юлашки пулнă, кунта çывăх çыннисен юлашки шухăшĕсем, сăмахĕсем шăрçаланнă.

     Аркадий Васильевичăн сарăхса кайнă виç кĕтеслĕ çырăвĕсене Агрипина аппа типтерлĕ пĕр çыхха хурса упранă, темиçе хут та тыта-тыта вуланă, ывăлне чăтăмсăррăн çĕнтерÿпе кĕтнĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр çырăвĕсем хальхи вăхăтра килĕнче мар. Амăшĕнчен çырăвĕсем ывăлне куҫнă. Аркади тетерен хăйĕнченех тĕпчев ĕçĕ, сочинени çыратпăр тесе илсе кайнă та каялла тавăрса паман.   Богданов Аркадий Васильевич вăрçăран тăван килне янă хăш-пĕр çырăвĕсемпе паллаштаратпăр:

 

     «1 марта 1944 çулта, кăнтăрла 12 сехет тĕлĕнче.

      Хаклă çемьемсем.  Анне, Лидя, Ксени, Коля!

     Пирваях инçетри вăрçă хирĕнчен пыракан салама йышăнăр, çавăн пекех ял-йышсене, тăвансене те саламлатăп.

     Ку яхăнта сиртен çыру çук-ха. Анчах та эпĕ пушă вăхăт тупса Сирĕн пата çыру çыратăп. Пурнăçăмра нимĕнле улшăнусем те çук. Пĕтĕм шухăшăм та Гитлера часрах çапса çĕмĕрсе тăван ялăма çаврăнса таврăнасси. Анне, Лидя, Ксени, Петя, Геннади, питĕ тунсăхларăм эпĕ сирĕншĕн. Питĕ курас килет. Асанне патне тăватă çыру çыртăм, анчах та хирĕç çыру çырмарĕç. Мĕншĕн асанне мана çиленнĕ, пĕлейместĕп. Анне, асаннене манран салам калăр.

     Анне, шăллăмсемпе йăмăксене вĕрентнĕшĕн питĕ тав тăватăп. Вĕсем вĕренни мана савăнтарать. Урăх нимех те çыра пĕлейместĕп.  Сывă пулăр, сывă юлатăп.

    Сирĕн Аркади.  Алă пуснă»

 5

 

    «22 июль, 44 çул

    Сывă-и, Анне!

    Салам сире манран,  ку çырăва эпĕ  самай хĕрÿллĕ вăрçă хирĕнче васкаса çыратăп. Пурнăç унчченхи пекех сывлăхлă. Нумай пулать сиртен çыру илменни.

     Çыру çырăр. Урăх нимех те çырма пĕлместĕп.

     Сирĕн Аркадий.  Алă пуснă».

 

       Хаяр вăрçă кунĕсенче çырнă çырусем адресат патне лекейменнисем темĕн чухлех пулнă. Çакна Аркадий  тетен çырăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Çырури сăмахсенчен Аркадий Васильевич амăшне  чĕререн юратнине, асламăшĕшĕн пăшăрханнине, çывăх тăванĕсемшĕн тунсăхланине куратпăр.

       Вăрçă вăхăтĕнче почтальонсене те  ĕçлеме те ансат  пулман. Çăмăл пуман ăна килрен киле савăнăçпа пĕрлех йывăр хуйхă валеçсе çÿреме. Вăл кашни килти савăнăçа, хуйха, çухатăва пĕлсе, курса тăнă.

      Салтак çырăвĕсем, виç кĕтеслĕ хыпарçăсем. Пĕр хут вулатăн вĕсене, тепĕр хут. Тĕлĕнетĕн: мĕн тери чăтăмлă пулнă салтак чĕри! Хăрушă вилĕм юнашар утса çÿренĕ пулин те – çавна пачах курман, туйман пек çырса кăтартма пултарнă хăйсен çырăвĕсенче, пурнăçне  тăшман пули  халь-халь татма пултарасси çинчен шутласассăн та никама та пĕлтермен. Кашни çырурах фронтовик тăшмана çапса аркатса часрах киле таврăнасса шантарать. Салтака фронтри йывăрлăх мар, пачах урăххи – ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕ, килĕнче юлнă мăшăрĕпе пĕчĕк ачисем мĕнле пурăнни ытларах пăшăрхантарнă.

 

Юлашкинчен калани

     1418 талăка тăсăлнă вăрçăра «тискер кайăка» çĕнтерме çăмăл пулман. Сахал мар хура-шур курнă пирĕн мăн асаттесемпе мăн асаннесем. Нумай çухату чăтса ирттерме тивнĕ пурнăçпа вилĕм хушшинчи хаяр кĕрешÿре. Нимле йывăрлăха та парăнман, нимĕнле хĕн-асапра та пуçне усман. Тăван  çĕр-шыва хÿтĕлесе паттăрлăх, чăтăмлăх, çĕнтерÿ тăвас ĕçре çирĕп кăмăл кăтартнă.

     Çырусем… Çырусем… Паянхи кун юнлă вăрçă хирĕнчен килнĕ салтак çырăвĕсене алла тытса вулани,  вĕсене малашлăхшăн упраса хăварни чи пархатарлă ĕçсенчен пĕри пулĕ тесе шутлатăп.  Салтак çырăвĕсене чылай çемье архивĕсенче хаклă япалана упранă пек упраççĕ,  пĕр ăруран тепĕр ăрăва парса тăраççĕ.  Ман алăри çырусен  шăпи те çавăн евĕрлĕ.  Çыру йĕркисем пире вăрçă çулĕсене  çитереççĕ.  Вăхăт иртнипе саралнă хут листи хăйĕнче темĕнле асамлă вăй тытать пек. Аркадий Васильевичăн  вăрçăран килнĕ çырăвĕсене малтан амăшĕ тирпейлĕн упранă пулсан, халĕ унăн ачисем ăна темрен хаклă япала пек чыслăн упраççĕ.   Вăрçă нушине эпир курман пулсан та унăн тискерлĕхне, асапне … ăнланатпăр. Паттăрсене эпир яланах асра тытатпăр. Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пуласса шанса пурăнатпăр.

6

Пуçласа çырнă тĕпчев ĕçĕ хальĕхе çителĕксĕр. Анчах та эпĕ хама валли нумай çĕннине илтĕм, фронтовиксен паттăрлăхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнтĕм. Пурнăçра йывăрлăхсене пуçа усмасăр çĕнтерме те пĕлмеллине ăнланса илтĕм.  Хамăн тĕпчев ĕçне Ю.Плотников çырнă сăвă йĕркисемпех вĕçлесшĕн:

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

Паян кун та упранаççĕ-ха вĕсем.

Çулăм витĕр тухнисем,

Куççульпе йĕпеннисем,

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

 

 

Усă курнă литература:

 

    1. Çемье архивĕнчи документсем, çырусем.

    2. В.Д.Дмитриев. Наедине с собой. Ч., 1999.

    3. История Чувашии. Ч.,1967.

    4.«Елчĕк ен» хаçат,  2006 ç.улхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

7       

 

Хушса пани

 

SDC13614

 

 

 

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

 

 

 

SDC13615

 

 

1

 

 

 

 

SDC13616

 

 

Богданова Агрипина Архиповнăна

 

 

 

 

2

Категория: Мои файлы | Добавил: доброта
Просмотров: 1091 | Загрузок: 0 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *:
Форма входа
Поиск
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz

  • Copyright MyCorp © 2024
    Бесплатный хостинг uCoz